Основная образовательная программа основного общего образования мбоу «Янтиковская сош» Янтиковского района Чувашской Республики



бет40/55
Дата11.12.2016
өлшемі11,44 Mb.
#3655
түріОсновная образовательная программа
1   ...   36   37   38   39   40   41   42   43   ...   55
тема, иккĕмĕшне рема теççĕ. Кун çинчен уçса памаллах.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне те хальчченхи пек мар, урăхларах ăнлантарас пулать. Подлежащиех акă сказуемăйпа кăна мар, унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Сказуемăй та çавнашкалах.

Сăмахсем çыхăнăвĕ çинчен калаçнă чухне вĕсем предложенире мĕнле член пулнине те асăнма кирлĕ мар. «çыхăну» тени вăл пуплев пулăмĕ, «член», «пуплев пайĕ» тенисем чĕлхе наукинчи ăнлавсем. Вĕсене пĕр-пĕринпе хутăштарни ыйтăва пăтраштарать кăна.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне «член» текен ăнлава çыхăнтарса пуплеве эпир пĕлтерĕшсĕр сыпăксем çине пайлама тытăнатпăр. Акă темиçе тĕслĕх:

Савăнăçне ниçта чикеймест çын (Уяр) – подлежащие сказуемăйпа кăна çыхăнтарсан «çын чикеймест» пулса тухать. Анчах та калаçу кунта çын чикейменни çинчен мар, вăл савăнăçне ниçта чикейменни çинчен пырать. Шухăшĕ тăрăх, апла пулсан, подлежащи сказуемăй ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн кăна çыхăнать. Акă вăл çыхăнăвăн схеми,

Савăнăçне ниçта чикеймест çын.

Ивук ашшĕ ĕлĕкрех чухне йышлă çемьеллĕ те юрлă пурнăçпа пурăнакан çын пулнă (Уяр) – ку тĕслĕхре те подлежащи (ашшĕ) сказуемăйпа (çын пулнă) уйрăммăн мар, унăн ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнать.

Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ (Уяр) – кунта вара подлежащи (ача) пĕччен мар, хăйĕн ушкăнĕпе кăна сказуемăйпа çыхăнать: Вилнĕ мар-и текен ача чĕп-чĕрĕ.

Тĕслĕхсем çакна çирĕплетсе параççĕ: предложенири сăмахсен чăн-чăн çыхăнăвне тупма хăнăхтарни кирлех (унсăрăн предложени содержанине те тĕрĕс ăнланма çук), анчах та çав çыхăнăва членсем урлă палăртма май килмест.

Предложенири сăмахсен çыхăнăвне тĕрĕс палăртни кĕçĕн членсене уйăрнă чухнехи йывăрлăхсенчен те хăтарать. Халĕ эпир 3 тĕрлĕ кĕçĕн член çинчен калаçатпăр – определени, дополнени, обстоятельство. Определени япала ятне, дополненипе обстоятельствăсем ытти пуплев пайĕсене ăнлантараççĕ тетпĕр. Урăхла каласан, синтаксис пулăмĕсене каллех морфологи урлă ăнлантарма тытăнатпăр. Ку хăех хирĕçÿллĕ.

Анчах та пуплев юхăмĕнче пĕр сăмах тепĕр сăмахпа кăна мар, сăмах майлашăвĕпе е предложенипе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнма пултарать. Акă 1-2 çавнашкал тĕслĕх:



Çуркуннепе çул усал (М. Фед.)

Эрнере çичĕ кун, талăкра 24 сехет.

Мĕнле член тес вара çакăн йышши тĕслĕхсенчи палăртнă сăмахсене? Вырăс тĕпчевçи Н.Ю.Шведова вĕсене детерминант тет, çапах та детерминант çинчен калаçни те ыйтăва хирĕçÿсĕр уçса пама пулăшаймасть. çыхăну енчен предложенири сăмахсем пурте пĕрешкел – кĕçĕн член текеннисем те, тĕп членсем те. Пурте вĕсем тепĕр сăмахпа та, сăмах майлашăвĕпе те çыхăнма пултараççĕ. Предложени членĕсем çинчен тахçантанпа çирĕпленнĕ традицирен уйрăлас мар тенипе кăна калаçма пулать.

Хальлĕхе кĕçĕн членсене пачах пăрахăçламастпăр, çапах дополненисемпе обстоятельствăсене пĕр-пĕринчен уйăрнă чухнехи хирĕçулĕхсенчен (Эпĕ сукмакпа пыратăп предложенири сукмапа сăмаха ăçта пыратăп? тесе те, мĕнпе пыратăп? тесе те ыйту пама пулать) хăтăлмашкăн япала ячĕсĕр пуçне ытти пуплев пайĕсене ăнлантаракан сăмахсене пурне те дополнени тесе вĕрентме сĕнетпĕр.

Ку программăра хутлă предложенисене икĕ пысăк ушкăна уйăрнă, çыхăну паллисĕр хутлă предложенисем, çыхăну паллиллĕ хутлă предложениесем. Çыхăну паллисĕррисем вĕсем - унччен союзсăр хутлă тенисем. Çыхăну паллиллĕ хутлă преçложенисен хăйсен икĕ ушкăн пуррине кăтартнă, пăхăнуллă хутлă предложе-нисем, сыпăнуллă хутлă предложенисем.

Хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ çинчен программăра асăнман. Сыпăнуллă е союзсăр хутлă предложенисен шухăш тытăмĕ пирки тĕпчевçĕсем те халиччен çирĕп шухăш калайман. Пăхăнуллă хутлă предложенисен хăш-пĕр тĕсĕсем шухăш тытăмĕ енчен хутсăр предложени евĕрлех. Ăна пăхăнуллă предложенисен хутлă пĕрлĕхри вырăнĕ çинчен калаçнă май ăнлантарма пулать, ăнлантармалла та.

Вĕренĕвен культурологи содержанийĕнче чĕлхепе культура тачă çыхăннине кăтартмалла. Ку ыйтупа чĕлхе пĕлĕвĕпе çыхăннă уроксенче те, уйрăм сехетсенче те калаçмалла. Паллăрах тĕпчевçĕсене (И.Я.Яковлев, Н.И.Ашмарин, Н.И. Золотницкий, В.Г.Егоров, М.Р.Федотов И.А.Андреев т.ыт.те) вĕрентме акă учебниксенче ятарлă вырăн пулмалла.

Чăваш чĕлхи предмечĕн содержанийĕ

Коммуникаци (е хутшăну) компетенцине аталантарма май паракан содержани

1-мĕш пайĕ. Пуплев тата пуплевлĕ хутшăну.

1. Пуплев тата пуплевлĕ хутшăну. Пуплев ситуацийĕ. Калаçупа çыруĕ.Монолог пуплев, диалог пуплев. Монолог, унăн тĕсĕсем. Диалог, унăн тĕсĕсем.

2. Калаçупа çырăвăн уйрăмлăхĕсене асăрхасси: калаçу тата çыру тĕсĕсене тишкересси. Диалогпа монолога уйăрасси. Монологпа диалог тĕсĕсемпе усă курасси. Пуплев ситуацине кура калаканнин тĕллевĕсемпе сăлтавĕсем расна пулнине ăнланасси. Пĕр-пĕринпе типлă лару-тăрура ку е вăл йĕркене пăхăнса е пăхăнмасăр хутшăннă май харпăр хăйне кирлĕ пек тытма хăнăхасси.

2-мĕш пайĕ. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕ.

1. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн тĕсĕсем: вулав, аудировани (итлев), калав, çыру.

Вулав, аудировани, калав тата çыру культури.

2. Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕсĕсене алла илни.

Текстăн тĕп тата хушма содержанине харпăр хăй тата çын вулани тăрăх кирлĕ пек ăнланасси. Харпăр хăй е çын вуланă текстăн содержанине кĕскен тата туллин каласси тата çырассиĕ.Çиелтен пăхса тухса, паллашу шучĕпе тата тĕпчевлĕ вулама, вĕренÿ кĕнекипе тата ытти информаци çăл куçĕсемпе ĕçлесси. Аудированин гĕрлĕ тĕсĕпе усă курасси. Итленĕ тата вуланă текс­тăн содержанине изложенире (тĕплĕн, кĕскен тата суйлавлă) уçса парасси.

Хутшăну тĕллевĕсемпе енĕсене тата лару-тăрăвне кура монологсем (каласа тата çырса) тата диалогсем (сăмахпа каласа) тăвасси. Пĕр-пĕр темăпа çыхăннă материала суйласа илсе ушкăнласси, тишкересси, тĕрлĕ çĕрте тупнă материалăн информацине анализласси тата кирлĕ пек улăштарасси.

3-мĕш пайĕ .Текст.

1.Текст ăнлав, текстăн тĕп паллисем (пайланулăх, шухăш пĕр пĕтĕмлĕхĕ, çыхăнулăх). Тема, текстăн тĕп шухăшĕ. Текстăн вак теми (микротеми).

Предложенисемпе текст пайĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан мелсем. Абзац - текста композиципе стиль енчен çыхăнтаракан мел.

Пуплевĕн функципе шухăшран килекен тĕсĕсем: сăнлав, калав, ăслав. Текст тытăмĕ. План тата тезис - информаци енчен çĕнетсе улăштарнă текстсем.

2. Текста тема, тĕп шухăшĕ, тытăмĕ, пуплевĕн функципе шу­хăш тĕсĕ тăрăх тишкересси.Текста шухăш тăрăх пайласси, план тăвасси тата тезиссем хатĕрлесси. Предложенисем пĕр пĕринпе мĕнле мелпе тата хатĕрпе çыхăннине тупасси. Текстăн чĕлхе уйрăмлăхĕсене тишкересси. Чĕлхе хăтĕрĕсене хутшăну тĕллевне, темине, тĕп шухăшне тата лару-тăрăвне кура суйласа илесси. Тĕсне, стильне тата жанрне кура тĕрлĕ текст тăвасси. Текст тытăмĕн нормисене (логикăлăхĕ шухăшсен йĕркелĕхĕ, çыхăнулăхĕ, темăпа тур килни ) тытса пырасси. Сăмахпа каласа е çырса тунă текста хакласси тата редакцилесси.

4-мĕш пайĕ. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем.

1. Чĕлхен функцирен килекен тĕсĕсем: калаçу, функципе çыхăннă стильсем, наука стилĕ, публицистика стилĕ, ĕçлĕ стиль; илемлĕ литература чĕлхи.

Стильтен килекен жанрсем, наука стилĕ - пахаланиĕ тухса калани, доклад; публицистика стилĕ - тухса каланиĕ интервью, ĕçлĕ стиль -расписка, шантару, заявлени, яланхи калаçу - калавĕ калаçу.

2. Текст чĕлхен функцирен килекен пĕр-пĕр тĕсĕ пулнине палăртасси. Пуплевĕн тĕрлĕ стильне, жанрне тата тĕсне кура ку е вăл текст (тезис, хаклав, çыру, расписка, шантару, заявлени, калав, сăнлав, ăслав) çырасси. Çын (тантăшсем) умĕнче пĕчĕк хыпар, доклад тавасси.

Чĕлхе тата лингвистика (чĕлхе вĕрентĕвĕн) компетенцине аталантарма май паракан содержани

5-мĕш пайĕ. Чĕлхе мĕн вăл.

Чăваш чĕлхи - чăваш халăхĕн чĕлхи, Чăваш Республикин патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Чăваш чĕлхин ытти чĕлхе йышĕнчи вырăнĕ.

Чăваш чĕлхи - чи авалхи тĕрĕк чĕлхи.

Чăваш чĕлхи аталанакан чĕлхе. Хальхи чăваш чĕлхин хутшăну тăвассипе çыхăннă формисем: литература чĕлхи, диалектсем, ансат пуплев.

Чăваш чĕлхи - илемлĕ литература чĕлхи. Чăваш чĕлхин сăнар­лăх хатĕрĕсем.

Лингвистика - чĕлхе тĕпчекен ăслăлăхĕ. Чĕлхе вĕрентĕвĕн тĕп пайĕсем.

Чăваш чĕлхин паллă тĕпчевсисем.

2. Хутшăну хăнăхăвĕ пурнăçра пысăк вырăн йышăннине ăша хывасси, чăваш чĕлхин общество пурнăçĕнчи тата патшалăх ĕçĕнчи пĕлтерĕшне ăнланасси.

Литература чĕлхипе диалектсем тата ансат пуплев хушшинче уйрăмлăхсем пуррине чухласси. Чăваш чĕлхин илемлĕхне, перекетлĕхнеĕ сăнарлăх вăйне ăнланасси. Илемлĕ литература тексчĕсенче чăваш чĕлхин сăнарлăх мелĕсемпе епле усă курнине сăнасси.

6-мĕш пайĕ Фонетикăпа орфоэпии. Графикăпа орфографи

I. Фонетика чĕлхе вĕрентĕвĕн пайĕ пулни.

Сасă чĕлхе единици пулни. Уçă сасăсем: вĕсен мăшăрлăхĕ (хытă тата çемçе уçă сасăсем). Вырăсларан йышăннă сăмахсенчи (о) уçă сасă.

Уçă сасăсене палăртакан саспаллисем (а, ă, е, ĕ, у, ÿ, ы, и, э).



Ю, я саспаллисем, вĕсем икĕ сасса (йурă, йухать) тата умĕнхи хупă сасă çемçелĕхне (выля, Люся) палăртни.

Е саспалли икĕ сасса (йешĕл, йепле) тата (э) сасса палăртни (этем, элек).Э тата е сас паллисен çырури вырăнĕ.

Чăваш чĕлхинчи (й) хупă сасă ытти уçă сасăсем умĕн те тăма пултарни, йăмра, йĕлтĕр, йывăр, йÿçĕ, йÿнĕ, кĕсйи.

Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни.

Вырăсларан йышăнакан сăмахсенчи уçă сасăсен юнашарлăхĕ (аэропорт, аут, поэт, Дуайт).

Сăмахри уçă сасăсен килĕшĕвĕ (сингармонизм). Ку килĕшĕве пăхăнман тĕслĕхсем (тăри, кавле, куклен, парне тата ытти те).

Сăмахри аффикссем ытларах чух сингармонизма пăхăнни (çурт-ра, пÿрт-ре, пур-лăх, çитмен-лĕх, лар-у, кĕт-ÿ). Сингармонизма пăхăнман аффикссем, юлташ-сем, ял-ти, юрă – юрри, кай-иччен тата ытти те.

Вырăсларан йышăнакан сăмахсем сингармонизма пăхăнманни (орден, тетрадь, депо). Вырăсларан йышăнакан сăмахсем çумне хушăнакан аффикссен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ.

Хупă сасăсем. Ялан янăравлă (в, й, л, ль, м, н, нь, р) тата шавлă хупă сасăсем (к, п, т, х, с, ç, ч, ш).

Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, уçă сасăсенчен килекен çемçелĕх (пилеш, кĕлет, тĕлĕк), уçă сасăсенчен килмен çемçелĕх (халь, выльăх, супăнь, курать, юрать).

Хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнман хупă сасăсем (с, ç, ч, й), вĕсем хытă уçă сасăпа та, çемçе уçă сасăпа та юнашар тăма пултарни, сарă _ симĕс, çурла _ çÿхе, чарăн _ чĕрĕк, йурă _ йÿнĕ.

Шавлă хупă сасăсем янăраса е янăрамасăр илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси.

Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни, вĕсене çырура палăртасси (кулă _ кулли, ырă _ ырри, ахаль _ ахальлĕн тата ытти те).

Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ, вĕсене çырура палăртасси.

Промышленность _ промышленноçăн, повесть _ повеçре йышши сăмахсене çырасси.

Икĕ пĕрешкел сасăпа вĕçленекен сăмахсене çырасси (металл _ металăн, металшăн, класс _ класра, класăн тата ытти те)

Ст зд сас паллисемпе пĕтекен сăмахсем.

Вырăсларан çыру урлă йышăнакан сăмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ, ъ саспаллисене çырасси.

Ударени (пусăм). Чăваш чĕлхисенче ударени йĕрки. Вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенчи ударени.

Уçă сасăсемпе хупă сасăсем сăмахран тухса ÿкни, эпĕ _ эп, эсĕ - эс, вунă - вун, пурăн - пурнăç, тăхлачă - тăхлач, пар - патăм, панă; тăр -тăтăм, тăнă.

Сасăсен ылмашăвĕ (хут-хучĕ, тетрадь-тетрачĕ).

Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем, вĕсен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхĕсем.

Чăваш сăмахĕсенчи ударенипе вырăс сăмахĕсенчи ударени.

II. Орфографипе орфоэпи нормисене çирĕплетессипе ĕçлесси.(Ă,ĕ,ÿ,ç) сасăсене тĕрĕс калама вĕрентесси. Хупă сасăсен çемçелĕхне тăван сăмахсенче тата вырăс чĕлхинчен йышăнакан сăмахсенче çырура тĕрĕс палăртасси. Шавлă хупă сасăсен янравлăхĕпе янравсăрлăхне çырура тĕрĕс палăртасси.Э тата е сас паллисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарассиĕ Хăнăхусене çирĕплетесси.

Сăмахсене тĕрĕс ударенипе калама хăнăхтарасси.

Орфографи словарĕпе тата правилăсемпе усă курма хăнăхтарасси.

Алфавита пăхмасăр калама вĕрентесси. Сăмахсене алфавитпа çырма вĕрентесси.

7-мĕш пайĕ Лексика

I. Лексика _ чĕлхери сăмахсен пуххи. Лексика пурнăçри улшăнусемпе тачă çыхăннă. Кивелнĕ е кивелсе пыракан сăмахсем, кÿнтелен «свидетель», чуптар (лаша тĕсĕ), шупăр, йĕлен тата ытти. çĕнĕ сăмахсем, ентешлĕх (пĕр енчисем), юлташлăх «товарищество», ĕçтеш, ентеш, интернет, продюсер, коммерци, компьютер, фирма, слайд, ипотека тата ытти.

Сăмах пĕлтерĕшĕ. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем.

Ютран йышăннă сăмахсем, араб е перс сăмахĕсем, мари сăмахĕсем. Вырăссенчен йышăннă сăмахсем, калаçу урлă йышăннисем (витре, пĕремĕк, пĕрене, пăрăс, кĕрепле, чиркÿ т.ыт.). çыру урлă йышăннисем (костюм, галстук, пальто, район, область, тетрадь, блокнот, магазин т.ыт.). Калаçу урлă кĕнисемпе çыру урлă кĕнисене çырура палăртасси.

Синонимсем, антонимсем, омонимсем.

Ятарлă сăмахсем (профессионализмсем). Диалект сăмахĕсем.

Литература нормине пăхăнман сăмахсем (ан палка, лăпăртат, епреме), киревсĕр сăмахсем.



II. Калаçу мĕнле лару-тăрура (кампа, хăçан, ăçта) иртнине кура сăмахсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси (Хăна килсен аш пиçет, çук çын укçи тăрнан кăшкăрать; çук _ вăрçтарать, пур _ култарать т.ыт.те.). Ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе паллаштарасси, вĕсемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси.

Синонимсемпе антонимсене тупма, вĕсемпе пуплевре усă курма вĕрентесси.

Тĕрлĕ йышши словарьсемпе (орфографи словарĕпе, синоним словарĕпе, чăвашла-вырăсла е вырăсла-чăвашла словарьпе) паллаштарасси, вĕсемпе усă курма вĕрентесси.

Пĕлтерĕш тăрăх сăмахсене ушкăнлама хăнăхтарасси (тĕслĕхрен, апат-çимĕç, пахча-çимĕç, çи-пуç, йывăç, кайăк-кĕшĕк, тыр-пул ячĕсем), çав сăмахсемпе пуплевре тĕрĕс усă курма вĕрентесси (сăмахран, чĕкеç чĕвĕлтетет, çерçи чĕриклетет, курак краклатать, çăхан кранклатать, куккук авăтать, карăш (путене) авăтать, шăпчăк (тăри, шăнкăрчă) юрлать т.ыт.ты.).

8-мĕш пайĕ. Сăмах тытамĕпе пулавĕ. Орфографи

I. Сăмах тымарĕ. Аффиксем – сăмах тăваканнисем тата сăмаха улăштараканнисем.

Сăмаха улăштаракан аффиксем çĕнĕ сăмах тума пултарни, каярахпа, тăхтарахпа, каçпа, ирпе; ÿлĕмрен, авалтан; пĕрерĕн, виçшерĕн; кăмăллăн, хаяррăн, çиллессĕн т.ыт.те.

Мăшăр сăмахсем, вĕсене тĕрĕс çырасси.

Икĕ хут калакан сăмахсене тĕрĕс çырасси.

Хутлă сăмахсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси.

Сăмах вырăнĕнче çÿрекен пĕрлешÿсем, вĕсен тĕсĕсем, тĕрĕс çырасси, ят пĕрлешÿсем (куç харши, пит çăмарти, тур палли, кача пÿрне, çĕнĕ çын, упа сарри т.ыт.); глагол пĕрлешÿсем (ырă ту, кăмăл ту, усал ту, çула çит, пĕве кĕр, тăлăха юл; такăнса ÿк, чирлесе ÿк, хăраса ÿк, ватăлса кай, ватăлса çит т.ыт.).



II. Çĕнĕ сăмаха сăмах форминчен уйăрма вĕренесси (тĕслĕхрен, пулăш-пулăшать, пулăшакан, пулăшни _ сăмах формисем; пулăшу, пулăшуçă –çĕнĕ сăмахсем.).

Тăтăшрах тĕл пулакан аффиксем хушса çĕнĕ (иккĕмĕшле) сăмахсем тăвасси, вĕсемпе пуплевре усă курасси.

Словарьсенче йăлана кĕр, ÿте кĕр, татăлса ан, çакăнса тăр евĕр пĕрлешÿсене тупма хăнăхасси. çав пĕрлешÿсене пуплеве кĕртесси, калаçура вĕсене асăрхама вĕренесси.

Сăмах пулăвĕпе çыхăннă орфографи хăнăхăвĕсене çирĕплетесси (хăю _ хăюлăх, хăюллă; хастар _ хастаррăн; вырт –вырттар, ирт –ирттер т.ыт.).

Сăмахсене пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырмалли правилăсене çирĕплетесси.

9-мĕш пайĕ Морфологипе орфографии

1.Чĕлхери сăмахсен ушкăнĕсем. Пуплев пайĕсем.

Морфологи - чĕлхери сăмахсен тытăмĕ, вĕсен ушкăнĕсемпе пĕлтерĕшĕсем çинчен вĕрентекен наука.

Чĕлхери сăмахсене ку таранччен мĕнлерех ушкăнлани. Вĕсене çĕнĕлле ушкăнлама май пурри,

- хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, тулли пĕлтерĕшлисем, тулли мар пĕлтерĕшлисем;

- пулăшу сăмахĕсем (союзсем, хыçсăмахсем, татăксем);

- междометисем.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (пуплеве хăйсем тĕллĕн тухма пултарайманнисем) шутне тĕрлĕ пуплев пайĕнчисем (япала ячĕсем, паллă ячĕсем, глаголсем) кĕни.

Япала ячĕсем. Япала ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисем, синтактис уйрăмлăхĕсем(мĕнле пуплев пайĕсене ăнлантарни).

Пайăр ятсемпе пайăр мар ятсем.

Япала ячĕсен хисепĕсем - пĕрреллĕ тата нумайлă хисеп. Хисеп тăрăх улшăнман ятсем. Пĕрреллĕ хисепĕн пуплеври уйрăмлăхĕсем.

Нумайлăха палăртмалли мелсем, ял - ялсем; ял-ял витĕр тухрăмăр; чылай çын, чылайăшĕ, ытларахăшĕ (лексика мелĕ).

Япала ячĕсен пулăвĕ, аффикссем, икĕ хут калани (çине-çине), мăшăрлатни (сĕтел-пукан, апат-çимĕç, иртен-çÿрен). Япала ячĕ тăвакан тухăçлăрах аффикссем, -лăх(-лĕх), -çă(-çĕ), -у(-ÿ), -ăç(-ĕç), -ăм(-ĕм) т.ыт.

Япала ячĕсен вĕçленĕвĕ. Вĕçленÿри уйрăмлăхсем.

Камăнлăха палăртмалли мелсем. Камăнлăх формисем (сăпатсемпе хисепсем).

Камăнлăх формисенчи япала ячĕсен вĕçленĕвĕ, вĕсене тĕрĕс çырасси.

Камăнлăх форми (3-мĕш сăпат) çыхăнăва палăртма пултарни, кĕтÿ ачи, шкул ачи, пуç тутри, мăй тутри.

-Ри (-ти, -чи), -хи, -лă(-лĕ), -сăр(-сĕр), -ла(-ле), -серен, -чен аффикслă япала ячĕсем, вĕсене паллă ячĕсемпе наречисенчен уйăрасси.

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем, тĕл, пат, ум, хыç, ай, çи, çум, çĕр (каланă çĕрте) т.ыт. Хăш-пĕр япала ячĕсем тулли мар пĕлтерĕшпе те, тулли пĕлтерĕшпе те çÿреме пултарни (вăхăт, самант, хушă, çул, кун, сехет т.ыт.)

Вырăс чĕлхинчен йышăкан япала ячĕсен вĕçленĕвĕ, вĕçленÿ формисене тĕрĕс çырасси.

2.Тĕрлĕ пуплев пайĕнчи сăмахсенчен тухăçлă аффиксем хушса япала ячĕсем тăвасси, ут-ăм, ирĕк-лĕх, чĕн-ÿ, тух-ăç т.ыт.те.

Тымар çумне хушăнакан аффикссен ярăмне уйăрасси, пуç-ар-у-лăх, тух-ăç-лăх, çĕн-тер-ÿ-çĕ-сем.

Иккĕмĕшле япала ячĕсен стиль пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхĕсене асăрхама хăнăхтарасси (пĕлÿ-пĕлÿлĕх, чăтăм-чăтăмлăх, тавçăру-тавçăрулăх).

Япала ячĕсен пуплеври вырăнĕпе пĕлтерĕшне сăнасси (чул турттар, чул кĕпер; эрне иртрĕ, тепĕр эрнерен).

Япала ячĕсен хисеп формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, куçпа пăх, хăлхупа итле (куçусемпе, хăлхусемпе мар), нумай çын (çынсем мар), пахчара тĕрлĕ çимĕç (çимĕçсем мар) ÿсет, хăнăхтару кĕнеки (хăнăхтарусен мар) т.ыт.те.

Камăнлăх формисен стиль уйрăмлăхĕсемпе паллаштарасси (анне-аннеçĕм, пепке-пепкеçĕм, чунăм-чунăмçăм).

Таврари пайăр ятсене (топонимсемпе авалхи çын ячĕсене) пухасси, вĕсен пĕлтерĕшĕсене тĕпчесси.



Паллă ячĕсем. Паллă ячĕсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Паллă ячĕсен пахалăх виçине кăтартакан формисем, тĕп форма (ватă, çамрăк), танлаштару форми (ватăрах, çамрăкрах), вăйлă форма (питĕ ватă, чи ватă, шутсăр ватă, чи çамрăк, çап-çамрăк, ытла та çамрăк). çав формăсене тумалли мелсем. Танлаштару тата вăйлă формăри паллă ячĕсене тĕрĕс çырасси.

Иккĕмĕшле паллă ячĕсем, вĕсен пулăвĕ, çывăхри, паянхи, çĕрлехи, пĕрлехи - паллă ячĕсем; хулари, шкулти, Етĕрнери, Хусанти - япала ячĕсем. Вырăнлă, вырăнсăр, черетлĕ, черетсĕр - паллă ячĕсем, икĕ вырăнлă купе, виçĕ чÿречеллĕ пÿлĕм - япала ячĕсем.

Пахалăха хакланине палăртакан паллă ячĕсем, пĕчĕк - пĕкçĕ, имшер - имшеркке, çăмăл - çăмăлттай.

Паллă ячĕсем -и, -скер аффиксем йышăнни, çав аффикслă формăсен улшăнăвĕ, вĕсене тĕрĕс çырасси.

2. Паллă ячĕсен пуплеври вырăнĕ, вĕсем япала ячĕ умĕнче (кăвак пĕлĕт), япала ячĕ вырăнĕнче (куç хитрине юратать; ырăран ырман теççĕ), глагол çумĕнче çÿреме пултарни (сăмаха тĕрĕс кала).

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (вăрман витĕр, хулапа юнашар, çул тăрăх, урам урлă), вĕсем тулли пĕлтерĕшпе те çÿреме пултарни (çил витĕр вĕрет, юнашар кил, тăрăх пăхса утать, урлă урам).

Паллă ячĕсемпе пуплевре чĕлхе ирĕк панă пек усă курма хăнăхтарасси (лайăх пурнăç, лайăх пурăн, лайăх вĕрен).

Паллă ячĕсен –и аффикслă формипе пуплевре вырăнлă усă курасси (çĕнни киввине çĕнтерет; Ваттин вĕрентес пулать, çамрăккин итлес пулать).

Вăйлă пахалăха тĕрлĕ мелпе палăртма вĕрентесси (пуян - питĕ пуян, шутсăр пуян, çав тери пуян, калама çук пуян, çĕрме пуян; таса - тап-таса, çав тери таса, тасаран таса).

Паллă ячĕсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнласси, тĕсе палăртаканнисем (сарă, хăмăр, кĕрен, шупка т.ыт.), çынна тулашран сăнлаканнисем (вăрăм, лутра, патвар, кĕрнеклĕ, япшар, чипер, ырхан, имшер, тăсланкă, шуранка т.ыт.), кăмăлне кура сăнлаканнисем (ырă, усал, хаяр, йăваш, тарават, çиллес, айван т.ыт.те).

Хисеп ячĕсем. Хисеп ячĕсен пĕтĕмĕшле паллисем, пĕлтерĕшĕ, морфологипе синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Тулли тата вак хисепсем. Хисеп ячĕсен ушкăнĕсем, шут хисепĕсем, йĕрке хисепĕсем, валеçÿ хисепĕсем, пĕтĕмлетÿ хисепĕсем, вĕсен паллăрах уйрăмлăхĕсем, пуплеври вырăнĕ.

Шут хисепĕсен тулли тата кĕске формисем.

Шут хисепĕсем –ри (-ти) аффикс йышăнни (вуннăри шăллăм, çирĕм виççĕри аппа, вăтăрти арçын, çитмĕлти асатте).

Хисеп ячĕсен вĕçленĕвĕ, вĕçленÿри уйрăмлăхсем.

Хисеп ячĕсене тĕрĕс çырасси.



2. Хисеп ячĕсемпе тĕрĕс усă курасси, (вуннăмĕш мартра мар, мартăн вуннăмĕшĕнче). Пĕтĕмлетÿ хисепĕн формисемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси (эпир иксĕмĕр, эсир иксĕр, вĕсем иккĕшĕ; е местоименисĕр, иксĕмĕр, иксĕр, иккĕшĕ; эпир иккĕн ĕçлерĕмĕр, эсир виççĕн пурăнатăр).

Хисеп ячĕсен пуплеври синонимлăхĕпе паллаштарасси (çиччĕри ача - çичĕ çулти ача; çĕр çулти е çĕр çулхи юман).



Местоименисем. Местоименисен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисем, синтаксис уйрăмлăхĕсем.

Местоимени ушкăнĕсем (пĕтĕмĕшле паллаштарасси).

Местоименисен вĕçленĕвĕ. Местоименисене тĕрĕс çырасси.

2. Пĕлтерĕшне кура местоименисемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси, пÿртре такам пур - пÿртре такам та пур - пÿртре никам та çук; кантăкран такам шаккарĕ (кам та пулин мар), манăн кампа та пулин калаçас килчĕ (такампа та пулин мар), пирĕн пата (е патăмăра), сирĕн пата (е патăра), (пирĕн патне, сирĕн патне, ман патне, сан патне мар).

Синонимлă местоименисемпе тĕрĕс усă курасси, ку ялта - çак ялта; çак çын - çакскер; ним - нимĕн - нимскер, нимĕнскер; кун пек - кун евĕр - кунашкал; сан пек - сан евĕр - санашкал; ун пек - унашкал; леш - хайхи - хайхискер.



Наречи. Наречин пĕлтерĕшĕ, вĕсене уйăрмалли паллăсем. Наречисен пулăвĕ.

Наречипе япала ячĕ, наречипе паллă ячĕ, наречипе деепричасти.

Наречисене тĕрĕс çырасси.

2. Калаçура тата çырура синоним тата антоним наречисемпе усă курасси (пĕрмай - ялан - пĕрехмай; нарастаран - айăпсăр; хăвăрт - хуллен - майĕпен - ерипен).

Наречипе ытти пуплев пайĕсен синонимлăхĕ (васкаса - васкавлăн; хуллен - васкамасăр).



Евĕрлев сăмахĕсем( евĕрлевсем). Евĕрлевсен пĕлтерĕшĕ, пуплеври вырăнĕ. Евĕрлевсен тĕсĕсем, сасă евĕрлевĕсем, сăнар евĕрлевĕсем.

Евĕрлевĕсен вариантлăхĕ (шăлтăр-шăлтăр - шăлтăр-шалтăр; шĕпĕр-шĕпĕр, шепĕр-шепĕр, шапăр-шапăр (çумăр). Вариантсен пĕлтерĕшĕ улшăнма пултарни.

Евĕрлевсенчен ытти пуплев пайĕсенчи сăмахсем пулни (лăпăртат, лĕпĕртет, танкăлтат, тĕнкĕлтет; лăпăрти, ахăлти, якăлти), çав сăмахсен стиль уйрăмлăхĕсем.

2. Евĕрлевсене тĕрĕс çырасси. Евĕрлевсемпе калаçура тата çырура мĕнлерех усă курнине сăнасси.

Пĕлтерĕшне тата пуплев стильне кура евĕрлевсемпе вырăнлă усă курма вĕрентесси.



Глагол .Глагол пĕлтерĕшĕ, тулашри паллисем. Глагол тĕпĕ. Глаголшăн вăл пуçламăш (е словарь форми) пулни.

Глаголăн пулаю форми (пĕлтĕм - пĕлейрĕм, пĕлеймерĕм).

Кăтарту наклоненийĕ, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнни.

Кăтарту наклоненийĕ, унăн вăхăчĕсем, хальхи вăхăт, иртнĕ вăхăт, пулас вăхăт. Иртнĕ вăхăт формисем, пĕрре иртнĕ вăхăт (куртăм, куртăн, курчĕ), темиçе иртнĕ вăхăт (кураттăм, кураттăн, куратчĕ). Кăтарту наклоненийĕнчи глаголсене тĕрĕс çырасси.

Хушу наклоненийĕн формисене тĕрĕс çырасси (кайччăр, вулаччăр - кайччĕр, вулаччĕр мар).

ĕмĕт наклоненийĕ, вĕсене тĕрĕс çырасси.

Килĕшÿ наклоненийĕ, унăн пĕлтерĕшĕ, сăпатланăвĕ. Сăпатлану формисене тĕрĕс çырасси.

Глагол формисен пĕлтерĕшĕ улшăнни.

2. Глаголăн сăпатлă формисемпе вырăнлă усă курасси. Глаголсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнласси, ĕçе-хĕле кăтартаканнисем (ĕçле, тăрăш, пултар, ÿркен, ерç), куçăм глаголĕсем (кĕр, тух, кай, кил, ирт, чуп, ут т.ыт.), тăрăма кăтартаканнисем (лар, тăр, вырт, кан, çывăр, тĕлĕр, чирле т.ыт.), кăмăл-туйăм глаголĕсем (сав, юрат, сивле, тирке, кăмăлла, пăшăрхан, кулян т.ыт.), пуплев глаголĕсем (калаç, пупле, сăмахла, ыйт, тавăр, чĕн, шарла т.ыт.).

Глаголăн синонимĕсене е синонимлă формисене тупасси, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси (Эпĕ малалла утрăм - вăл килелле уттарчĕ; хирĕç чĕнмерĕ - хирĕç нимĕн те шарламарĕ - хирĕç сăмах хушмарĕ).

Глаголăн стиль уйрăмлăхĕсене палăртасси, ут - уттар, кай - кайтар, танкка, танкăлтат; калаç - павра, сÿпĕлтет, лăпăртат т.ыт.

Глаголăн сăпатсăр формисем. Сăпатсăр формăсен ушкăнĕсем, причасти, деепричасти, инфинитив. Сăпатсăр формăсене сăпатлисенчен тата пĕр-пĕринчен уйăракан паллăсем.

Сăпатсăр формăсен пĕлтерĕшĕсем, пуплеври тăтăшлăхĕ.



Причасти. Причастин тухăçлă тата тухăçсăр формисем.

Хальхи причасти, унăн формисем - -акан(-екен) тата –ан(-ен) аффикссем. Хальхи причасти падеж тата хисеп тăрăх улшăнни.

Хальхи причастин çуклă форми, вăл иртнĕ причастиннипе пĕр килни, вулакан кĕнеке - вуламан кĕнеке; вуланă кĕнеке - вуламан кĕнеке. Хальхи причастин пуплеври вырăнĕ, тăрăшакан ача; таракана пĕр çул, хăвалакана çĕр çул; ывăл ача ашшĕне, хĕр ача амăшне хывакан; вăл çынпа хирĕçекен мар (у.к. хирĕçмест); ача утакан пулчĕ.

Хальхи причасти –и тата –скер аффикс йышăнни.

Иртнĕ причасти, унăн çуклă форми, пуплеври вырăнĕ (ĕçленĕ ĕç, ĕçленĕ чух хыççăн), ачасем переменăна тухнă).

Иртнĕ причасти –и тата –скер аффикссем йышăнни, çав аффикслă формăсем падеж тата хисеп тăрăх улшăнни.

Иртнĕ причастин сказуемăй пулнă чухнехи вăхăт пĕлтерĕшĕ.

Иртнĕ причастин пуплеври тăтăшлăхĕ, унăн –и аффикслă форми япала ячĕн вырăнĕнче çÿрени.



Пулас причасти, унăн çуклă формисем тата хăш-пĕр падеж формисем (каяссăн, каясса; хĕвел анаспа; чирлесрен сыхлан). Пулас причастин –шăн(-шĕн) аффикслă форми, унăн пуплеври вырăнĕпе пĕлтерĕшĕ.

Пулас причастин пуплеври вырăнĕпе тăтăшлăхĕ.

Хальхи, иртнĕ, пулас причастисен пул глаголлă пĕрлешĕвĕсем, Ача утакан пулчĕ. Анне ĕçе кайнă пулнă. ,çе вăхăтра тăвас пулать. Вĕсен пĕлтерĕшĕ.

Пулмалли причасти, унăн формисем, пуплеври вырăнĕ.

Çителĕклĕх причастийĕ, унăн пулăвĕ, пуплеври вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ.

Причастисен пĕлтерĕшĕпе пуплеври вырăнне сăнасси. Причасти формисемпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, Пурăнан пурнăçу телейлĕ пултăр; Атте ĕçрен таврăнасса кĕтетпĕр (таврăнассине мар); ,ç ăнăçлă вĕçленессе шанатăп (вĕçленессине мар).

Причастисемпе ытти пуплев пайĕсен синонимлăхĕпе паллаштарасси, канмалли кун - кану кунĕ, вуламалли кĕнеке - вулав кĕнеки; мухтанакан çын - мухтанчăк çын; çĕтĕлнĕ кĕпе - çĕтĕк кĕпе т.ыт.те.

Иртнĕ причастипе тата пĕрре иртнĕ вăхăт формисемпе пуплевре вырăнлă усă курасси, Эпĕ ку çынна таçта курнă (куртăм мар); Ман атте ялта ÿснĕ (ÿсрĕ мар); Пурăннă тет пĕр карчăкпа старик (пурăнчĕç мар).



Деепричасти. Деепричасти пĕлтерĕшĕ, унăн уйрăмлăхĕсем, пуплеври вырăнĕ.

Тăтăшрах тĕл пулакан деепричасти формисем, вĕсен вариантлăхĕ, -сан(-сен), -сассăн(-сессĕн); -нăçемĕн(-нĕçемĕн), -нăçем(-нĕçем), -иччен, -са(-се), -а(-е).

Деепричастипе синонимлă формăсем, вĕсенпе вырăнлă усă курасси, килсе çÿре - килех çÿре; кăçал Хусана кайса пулмарĕ - кăçал Хусана каяймарăм; васкавлăн - васкаса; тухса ÿкнĕ - тухнă ÿкнĕ т.ыт.те.

Инфинитив. Инфинитив формисем, -ма(-ме), -машкăн(-мешкĕн) аффикслисем. Вĕсен пуплеври вырăнĕ.

Чăваш чĕлхинчи инфинитивпа вырăс чĕлхинчи инфинитив, вĕсен уйрăмлăхĕ.

Глагол урăх пуплев пайĕ пĕлтерĕшĕпе çÿрениĕ

Пулăшу сăмахĕсем. Хыç сăмахсем.Хыçсăмахсен пĕлтерĕшĕпе уйрăмлăхĕсем.

Хыçсăмахсемпе туллии мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (япала ячĕсемпе паллă ячĕсем, наречисем), вăрман çийĕн, вăрман хĕррипе, вăрман витĕр, вăрман урлă, çын хыççăн кай.

Хыçсăмахсемпе тулли мар тата тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрма вĕрентесси (хыççăн çÿре - тулли пĕлтерĕшлĕ, уяв хыççăн - хыçсăмах; ăшĕ нимĕр, тулĕ тимĕр - тулли пĕлтерĕшлĕ, юр ăшне чик - тулли мар пĕлтерĕшлĕ).

Союзсем. Союзсен пĕлтерĕшĕпе пуплеври вырăнĕ. Сыпăнуллă тата пăхăнуллă союзсем, вĕсен уйрăмлăхĕ, ушкăнĕсем.

Сыпунăллă союзсемпе наречисем, татăксем, анчах(рах) килтĕм - наречи; уйăх çутатать, анчах ăшăтмасть - союз; эпĕ ăна пĕрре анчах курнă - татăк.

Пăхăнуллă союзсемпе тулли мар пĕлтерĕшлĕ глагол формисем, сывлăхлă пулас тесе - союз; эп сана Мускава кайнă тесе - тулли мар пĕлтерĕшлĕ глагол форми.

2. Союзсемпе пуплевре тĕрĕс усă курасси (Ванюк, Верук тата Санюк; Ванюкпа Верук тата Санюкпа Нинук). Союзпа сининимлă формăсемпе вырăнлă усă курасси, сана курас тесе килтĕм - сана курма килтĕм - сана курасшăн килтĕм.



Татăксем. Татăксен пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕсем. Татăксене тĕрĕс çырасси.

Татăксем предложени содержанийĕпе тата унăн тытăмĕпе çыхăннине ăнланма хăнăхтарасси.



Междомети. Междометисен ытти пуплев пайĕсем хушшинчи вырăнĕ. Междометисене тĕрĕс çырасси, вĕсем хыççăн чарăну палли лартасси.

2. Пуплевре междометисемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарасси.

10-мĕш пайĕ. Синтаксиспа пунктуаци

1 Синтаксис - чĕлхе наукин сăмахсенчен пуплев мĕнлерех йĕркеленни çинчен вĕрентекен пайĕ.

Пунктуаци - пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксене еплерех уйăрмалли çинчен калакан правилăсен пуххи. Пунктуаци калас шухăшпа, грамматикăпа тата чĕлхе уйрăмлăхĕсемпе çыхăнни.

Пунктуаци те, орфографии пекех, чĕлхе наукин пĕр пайĕ пулни. Вăл çырăва йĕркелет, ăна вулаканшăн та, çыраканшăн та ăнланмалла тăвать.

Пуплев сыпăкĕсем, предложени тата сăмах майлашăвĕ



I. Сăмах майлашăвĕпе предложени - пуплеври пĕлтерĕшлĕ сыпăксем. Вĕсен тытăмĕ, уйрăмлăхĕсем.

Сăмах майлашăвĕ - предложени сыпăкĕ, предложени - пуплев сыпăкĕ. Предложени - хутшăнури тĕп еденица.

Пуплеври сăмахсен çыхăнăвне палăртмалли мелсем, аффикссем, хыçсăмахсем, союзсем, вырăнĕ-йĕрки.

Предложени - кирлĕ шухăша палăртакан единица (шухăшпа хутшăну единици) тата грамматика пĕрлĕхĕ.

Хутсăр тата хутлă предложенисем.

II. Предложенири сăмахсен çыхăнăвне палăртасси, çыхăнăва палăртакан мелсене кăтартасси.

Хутсăр предложени

Хутсăр предложенин шухăш тытăмĕ

I. Хутсăр предложенин хутшăнуран килекен (е шухăш) тытăмĕ, мĕн çинчен каланине палăртакан çынсем (тема) тата ун çинчен мĕн пĕлтернине палăртаканнисем (рема). Темăпа рема пĕр сăмахлă тата темиçе сăмахлă пулма пултарни.

Предложенири сăмахсен йĕрки, унăн функцийĕсем (сăмах йĕрки мĕне-мĕне палăртни).

Шухăш тĕшши, ăна палăртакан сăмахсем предложенире еплерех вырнаçни.

Ыйтусăр тата ыйтуллă предложенисем. Ыйтăва палăртмалли мелсем, ыйту сăмахĕсемпе (кам, мĕн, ăçта, хăçан т.ыт.) ыйтуллă татăксем.

Ыйтуллу тата ыйтусăр предложенисен ушкăнĕсем.

Ыйтуллă предложенисем те, ыйтусăррисем те туйăмлă (эмоциллĕ) пулма пултарни. Туйăмлисене чарăну паллипе палăртасси.

Пурлă тата çуклă предложенисем. çуклăха кăтартмалли мелсем.

II. Темăпа рема ушкăнĕсене палăртасси, вĕсенчи сăмах йĕркине сăнасси.

Шухăш тĕшшине палăртакан сăмахсене тупасси.

Ыйтуллă тата ыйтусăр предложенисен интонацине сăнасси, вĕсене тĕрĕс вуласси. Калаçура ыйтăва еплерех лартнине сăнасси. Ыйтăва тĕрĕс лартасси.

Сăпайлă ыйту тата риторикăллă ыйту мелĕсемпе паллаштарасси. Вулакан хайлавсенче çавнашкал ыйтусене асăрхама хăнăхтарасси (Ырă тантăш-тăвансем, пире хисеп тумăр-ши? Хирти сарă чечеке ăшă куçпа кам пăхмĕ? Ун пек лайăх хитре хĕре мĕнле каччă юратмĕ?).

Хутсăр предложенин грамматика тытăмĕ

Предложени членĕсем



I. Тĕп членсемпе (подлежащипе сказуемăй) кĕçĕн членсем (определени, дополнени, остоятельство).

Предложени членĕ пĕр сăмахлă та, темиçе сăмахлă та пулма пултарни.

Предложенири сăмах тепĕр сăмахпа та, сăмах майлашăвĕпе те, подлежащипе сказуемăй пĕрлĕхĕпе те çыхăнма пултарни.

Подлежащипе сказуемăй ушкăнĕсем, вĕсем хушшине тире лартасси. Подлежащипе сказуемăй ушкăнĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнакан сăмахсем. Тĕп членсăр (подлежащисĕр, сказуемăйсăр е харăсах иккĕшинсĕр те) предложенисем.



II. Подлежащи ушкăнĕпе тема, сказуемăй ушкăнĕпе рема пĕр килнипе килменнине сăнасси. Тĕп членсем хушшине тире лартасси, кĕçĕн членсене (дополненисемпе обстоятельствăсене) чарăну паллисемпе уйăрасси.

Шухăша кура подлежащипе сказуемăя предложенире тĕрĕс вырнаçтарасси.

Пĕр йышши членсем - сыпăнуллă çырури сăмахсем.

Пĕр йышши членсем союзсăр тата союзсемпе çыхăнни. Чарăну палли лартасси.

Пĕр йышши членсем çумĕнчи пĕтĕмлетÿ сăмахĕсем, вĕсен вырăнĕ, чарăну пали лартасси.

Пĕр йышши членсене çыхăнтаракан союзсемпе вырăнлă усă курасси. Пĕр йышши членсемпе килĕшÿллĕ пĕтĕмлетÿ сăмахĕ тупасси.

Чĕнÿ.

Кÿртĕм сăмахсемпе предложенисем



I. Ансăр тата анлă чĕнÿ.

Чĕнÿсен предложенири вырăнĕ. Чарăну паллисемпе уйăрасси.

Кÿртĕмсем, вĕсен пĕлтерĕшĕ. Чарăну паллисемпе уйăрасси.

II. Кÿртĕмсемпе (сăмахсемпе е предложенисемпе) вырăнлă усă курма хăнăхтарасси. Ятарлă чĕнÿ сăмахĕсемпе усă курасси, аппа, пичче, асатте, асанне, кинемей, мучи - тăванлăха палăртмалла чухне; тăванăм, ырă çыннăм(ăр), шăллăмсемпе йăмăксем, тусăмăрсем (е тусăмсем) т.ыт.те - ытти чухне.

Тулли мар предложенисем



I. Тулли мар предложенисен содержанийĕ пуплевре (калаçура е çырура) уçăмланни.

II. Тулли мар предложенисемпе текстра (диалогра е хутлă предложенисенче) усă курасси.

Предложенири уйрăмлатакан сăмахсем



I. Предложенири сăмахсене интонаципе уйрăмлатнин тĕллевĕ - вĕсен шухăш çыхăнăвне палăртасси.

Интонаципе уйрăмлатакан сăмахсене çырура чарăну паллипе уйăрасси.



II. Уйрăмлатнă тата уйрăмлатман сăмахсем предложенин шухăшне еплерех улăштарнине сăнасси.

Шухăша тĕрĕсрех палăртас тĕллевпе предложени пайĕсене уйрăмлатма пĕлесси. Текстри уйрăмлатнă сăмахсене тĕрĕс интонаципе каласси.

Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем

I. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисем, вĕсенче тÿрĕ пуплевпе автор сăмахĕсем епле вырнаçни. Диалог. Ăна çырура еплерех йĕркелесси.

Тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисем.

Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисенчи чарăну паллисем.

Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплеве автор сăмахĕсемпе çыхăнтаракан глаголсем.

Цитата, ăна чарăну паллисемпе палăртасси.

Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисене тÿрĕ мар пуплевлисемпе ылмаштарасси (май пур чухне). Ылмаштарма май çуккине ăнлантарасси.



II. Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенчи ытлашшилĕхсене асăрхаса вĕсенчен хăтăласси (тесе каларĕ, тесе ыйтрĕ т.ыт.).

Диалога тÿрĕ е тÿрĕ мар пуплевпе, юлашкисене диалогпа ылмаштарасси. Ылмаштарнă чух пуплев стилĕ улшăннине сăнасси.

Тÿрĕ тата тÿрĕ мар пуплевлĕ предложенисене тĕрĕс интонаципе калама вĕрентесси.

çыру ĕçĕнче (хайлавсенче) цитатăсемпе усă курма вĕрентесси.

Хутлă предложени

I. Хутлă предложени çинчен пĕтĕмĕшле ăнлантарасси (хутлă предложение хутсăррисенчен уйăрмалли тĕп паллă). Хутлă предложенири хутсăр предложенисене çыхăнтаракан мелсем, союзсем, союзлă сăмахсем, хыçсăмахсем, аффикссем, вырăнĕ-йĕрки, интонаци пĕрлĕхĕ.

Хутлă предложенисен тĕсĕсем, сыпăнуллă хутлисем, пăхăнуллă хутлисем, союзсăр хутлисем.



II. Хутлă предложенисене хутсăррисенчен уйăрасси. Хутсăр предложенисене пĕр пĕрлĕхе çыхăнтаракан мелсене тупса палăртасси, çав мелсем тăрăх хутлă предложенисен тĕсĕсене уйăрма вĕрентесси.

Пĕр тĕрлĕ хутлă предложение тепĕр тĕрлипе ылмаштарасси, ылмаштарни предложени содержанине улăштарманнипе улăштарнине сăнасси.

Сыпăнуллă хутлă предложенисем

I. Сыпăнуллă хутлă предложенири хутсăр предложенисене сыпăнтаракан союзсем. Чарăну паллисем лартасси.

II. Сыпăнуллă хутлă паредложенисене тĕрĕс интонаципе вуласси. Пĕр текстах тĕрлĕ мелсемпе çыхăнакан хутсăр предложенисемпе йĕркелесе текст ритмипе стилĕ еплерех улшăннине сăнасси.

Союзсăр хутлă предложенисем



I. Союзсăр хутлă предложенири хутсăр предложенисен çыхăнăвĕ, пĕлтерĕшĕ.

Союзсăр хутлă предложенисенче чарăну палли лартасси.



II. Союзсăр хутлă предложенисенчи хутсăр предложенисен шухăш çыхăнăвне тĕрлĕ интонаципе палăртасси, шутлав интонацийĕпе (интонация перечисления), хирĕçлев интонацийĕпе (интонация противопоставления), ăнлантару интонацийĕпе (интонация пояснения).

Калаçупа çырура союзсăр хутлă педложенисене тĕрĕс йĕркелесси.

Чĕлхе тата пуплев

I. Мĕн вăл чĕлхе тата пуплев? Пуплев стилĕсем, кулленхи калаçу стилĕ, илемлĕх стилĕ, ĕçлĕ стиль, публицистика стилĕ.

II. Тĕрлĕ стильпе çырнă хайлавсене пĕр-пĕринчен уйăрасси. Вулакан хайлавсенче тĕрлĕ стильпе çырнă сыпăксене тупса палăртасси. ,ç хучĕсен тĕсĕсемпе паллаштарасси.

Пăхăнуллă хутлă предложенисем



I. Пăхăнуллă хутлă предложени пайĕсем, тĕп предложени, пăхăнуллă предложени. Вĕсене çыхăнтаракан мелсем, союзсем, союзла сăмахсем, хыçсăмахсем, аффикссем, вырăнĕ-йĕрки.

Пăхăнуллă предложенисен пĕлтерĕшлĕ ушкăнĕсем, ĕçе тăваканнине (субъекта), ĕç объектне, ĕçне хăйне, вырăна, вăхăта т.ыт.те. Кашни пĕлтерĕш çыхăну мелĕсене хăйне кура ыйтни.

Хăш-хăш пăхăнуллă хутлă предложенисем тытăмĕпе хутсăр предложени енне туртăнни.

Пăхăнуллă предложенин хутлă предложенири вырăнĕ.

Пăхăнуллă предложени тĕп предложение пĕтĕмĕшлĕн е унăн пĕр-пĕр пайне кăна ăнлантарни. çак уйрăмлăх хутлă пĕрлĕхĕн интонацийĕнче те палăрни.

Пăхăнуллă предложени тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмаха ăнлантарса содержани енчен унпа пĕрлешсе кайни (Вăрçă чарăннă çул асатте киле таврăннă).

Пăхăнуллă хутлă предложенисенче чарăну палли лартасси.

Хутлă предложенисенчи хутсăр предложенисем тĕрлĕ мелпе çыхăнни (кăткăс тытăмлă хутлă предложенисем).



II. Пăхăнуллă хутлă предложенисене май пур çĕрте сыпăнуллисемпе е союзсăррисемпе ылмаштарасси. Ылмаштарнă хыççăн текст сăн-сăпачĕпе стилĕ, шухăш сĕмĕсем улшăннипе улшăнманнине сăнасси.

Пăхăнуллă хутлă предложенисене хутсăррисенчен уйăрасси. Пăхăнуллă предложенисен пĕлтерĕшĕсене палăртасси, çав пĕлтерĕшсем çыхăну мелĕсем урлă палăрнине сăнасси (Каç пуласпа.., Каç пуличчен.., Каç пулсан.., Хĕвел аниччен.., Хĕвел аннă хыççăн Хĕвел ансан...), Хĕвел анас умĕн... т.ыт.).

Пăхăнуллă предложение хутлă предложенире хутлă пĕрлĕхĕн шухăшне кура вырнаçтарма пĕлесси.

Культуроведени компетенцине аталантарма май паракан содержани

11-мĕш пай. Чĕлхе тата культура.

1. Чăваш чĕлхи историпе тата халăх культурипе тачă çыхăнни. Пуплев культури. Пуплев нормисем, вĕсем орфоэпире, лексикăра, сăмах пулăвĕнче, морфологире, синтаксисра, орфографире, пунктуацир, палăрни. Вариантсем.Чăваш çырулăхĕн аталăнăвĕпе хăльхи сăн-сăпачĕ.

Кивĕ çырулăх (1872 сулчченхи), унăн хăш-пĕр пăлăкĕсем: тĕн кĕнекисем, Н.И.Золотницки календарĕ т.ыт.те.

И.Я.Яковлев - çĕнĕ çырулăхăн никĕсне хываканĕ. Ăна пулăшакансемпе (В.А.Белилинпа С.Н.Тимрясов) ертсе пыракан (Н.И.Ильминский профессор). И.Я.Яковлев алфавичĕ. Çак алфа­вита тухнă паллăрах кĕнекесем, вĕсенче И.Я.Яковлев литература чĕлхин никĕсне хывни.

И.Я.Яковлевпа Н.И.Ашмаринăн туслă çыхăнăвĕ.

Совет тапхăрĕнчи чăваш çырулăхĕ, унăн хальхи сăн-сăпачĕ.

2. Текстра халăх культурипе çыхăннă сăмахсене тупасси, вĕсен пĕлтерĕшне тĕрлĕ словарьпе усă курса ăнлантарасси. Сăмахсемпе пуплев ситуацине шута илсе усă курасси.
2.2.2.18.Чувашская литература

Вĕренў компетенцийĕ

Вĕренў тĕллевĕсем ачасен тăван литература пĕлĕвĕн (пĕлў , пултару, хăнăху) компетенцийĕпе тачăçыхăнура тăраççĕ, урăхла каласан, вĕсем ачасен тăван литературăпа мĕн-мĕн пĕлмеллине палăртаççĕ. Тăван (чăваш) литературăна 5-9-мĕш классенче вĕреннĕ май йĕркелемелли компетенцисем пурĕ улттă.

Литература вĕрентĕвĕн тĕп никĕсĕ вăл - вулав компетенцийĕ (ăсталăхĕ). Шкул ачин вулавне ў сĕмрен ў сĕме кунран-кун йĕркелени, тĕрĕслени, вĕренў ре вулав культури йĕркеленни.

Вулав культурин виçĕ шайĕ: вулакан ăнкарулăхĕ (хайлав сăнарлăхне (поэтикине) пĕлни,ăна хакласа тишкерме пултарни), туйăмĕ (хайлав тĕп шухăшĕсене, илемлĕхне кăмăл-туйăмпа йышăнма пултарни), пултарулăхĕ (вуласа тухнă хыççăн хăйĕн шухăшĕсене каласа,çырса пама пĕлни). Илемлĕ литература,ăслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавĕсене тĕрĕс,çăмăл, уçăмлă вулама пĕлни. Класри тишкерў тата килте вуласа класра сў тсе явни е ирĕклĕ вулав. Ирĕклĕ вулав вăл лайăх вĕренекен е вулама юратакан ачасем харкам тĕллĕн вулани. Ку хайлавсем малтан вĕреннисемпе тачăçыхăнса тăраççĕ.

Культуроведени компетенцийĕ вара шкул ачин тĕнче туйăмĕпе тĕнче курăмне никĕслеме пулăшни, ачасен харкамлăх ăнне халăх педагогикипе эстетики, кăмăл-сипечĕпе философийĕ урлăçирĕплетни, хăйĕн харкамлăхне туйма пулăшни,ăна аталантарни; тăван литература наци культурине палăртакан ў нер пулнине ăнланни; тăван литературăра халăхăн аваллăхĕ, шухăшлавĕпе тĕнче курăмĕ, йăли-йў рки çырăнса юлнине курни; шкул ачин кăмăл-сипет тата культура никĕсне, чи малтан чăвашсен традициллĕ тĕнче ăнланăвне пур енлĕн аталантарни, тĕнчери пур халăхсен культурипе çыхăнтармаллине ăша хывни.

Халăх педагогикипе тăван халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхĕ урлăĕмĕрсем витĕр сăнланса юлнă пурлăх тата ăс-хакăл культурине ача патне туллин çитерни, пĕр пĕтĕмĕшле анлă тавра курăмлă тавçăруллăçын пулма пулăшни, шкулта вĕренсе çитĕнекен ачасен ăс-тăнне çын пурнăçĕн тĕп (базовый) культурин пуянлăхне ăша хывтарни.

Чăваш литературин тапхăрлă (сăмахлăх аталанăвĕн тĕп тапхăрĕсем тăрăх) вĕрентĕвне çапла йĕркелемелле% хайлавсенчен пĕрисене класра ачасемпе пĕрле вуласа сў тсе явмалла (хайлавсене вуласа тишкерме), теприсене вĕренекенсен килте аслисемпе е харпăр хăй тĕллĕн вуласа тухса класра сў тсе явмалле е ирĕклĕн вуламалла (тарăн пĕлў пама, килти вулама йĕркелеме), калаçупа çыру ăсталăхне вăйлатма, обзор е кў ртĕм тишкерў туни, литература теорийĕпе историне пăхни пулмалла (2 №-лĕ хушса пани).

Тăван литературăн тапхăрлă вĕрентĕвне (8-9-мĕш классенче) пурнăçа кĕртме çак концепцие тĕпе хунă. 8-мĕш классра% Сăнарлă сăмах – халăх ăс-хакăлĕн пĕр пайĕ; вăл тапхăрăн-тапхăрăн аталанса пыни; сăмах ў нерĕ пурнăçа сăнарсем урлă кăтартни; ў нерсен ытти тĕсĕсем; вĕсен илемлĕх витĕмĕ.

9-мĕш класра: чăваш культурипе литературин аталану тапхăрĕсем; литература - халăх пурнăçĕн сăнарлă тĕкĕрĕ; литературăпа ў нерсен историйĕ.

VIII-IX классенче тăван литературăна вĕрентесси кĕскен, пĕтĕмлетсе каласан, хайлава хайланă е сăнласа кăтартнă тапхăрăн паллисене уçăмлатнинче пулмалла. Ку ў сĕмри ачасем хайлавсен сюжечĕн сăнарĕсене сăнанинчен хайлав поэтики патне куçса кăна пыраççĕ. Литература „ăш-чиккине“ ăнланасси пуçланать çеç, тет В.П.Станьял. Илемлĕ хайлавсене халăхсен аталану тапхăрĕсем тăрăх вырнаçтарнă. Илемлĕх, сăнарлăх,çыруллă сăмахлăх халăх сăмахлăхĕпе тачăçыхăнура пулнине, аталану тапхăрĕсемпе çыравçăсен хайлавĕсене черетлентерсе вĕрентни тĕпре тăмалла. Литература истоийĕн тапхăрĕсене тата самана сывлăшне пĕлесси, вăхăтпа талккăш пĕлтерĕшне ăша хывса хăварма вĕренмелле.

Çак ў сĕмри ачасен этем пурнăçĕпе çыхăннă этнос ăнĕ, обществăри пурнăç, культурăри, философири ыйтусене татса парас ăнтăлупа хăнăху çуралать. +ак ыйтусем шутне ăру хыççăн ăрупурнăçа малалла тăсни, уйрăм çын тата общество, этем тата çут çанталăк,çынпа çын,çын тата наци,çын тата этемлĕх, чыс, тивĕç кĕреççĕ. +ак ыйтусене уçăмлатса пĕтĕмлетни, хайлав тĕнчипе чăн пурнăç тĕнчине танлаштарса,çыравçăн пурнăçа,çынна, тапхăра, обществăна хăйне майлă сăнлас мелсен йĕркеленĕвне палăртни пулмалла.

Аслă классенче (Х-ХI) тăван литературăн аталанăвне (аваллăхран пуçласа паянхи таран) пăхмалла пулать. Сăмахлăхăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпатне вăхăт таппине çыхăнтарса вĕренмелле. Литературăн аталану тапхăрĕсене, вĕсен уйрăмлăхĕсене çыравçăсен илемлĕх тĕнчи урлă тишкеретпĕр. Ку тĕллеве пурнăçлама программăна чăваш халăх çыравçисен паха хайлавĕсем пулăшĕç.

И.Я.Яковлевăн Чĕмпĕр чăваш шкулĕн чи паха ĕнĕсем тĕпре пулмалла, тепĕр майлă каласан, чăваш кил-йышĕнчи традициллĕ педагогикăна чăваш шкулне кĕртмелле. Чăваш ачин ăс-тăнĕнчи (сĕмĕнчи) çураçулăха, сăпайлăха упраса хăварасси пулмалла. Ача чунĕнче,ăнĕнче,ăсĕнче киввине упраса çĕнни патне ăнтăлассине асра тытмалла. Чăваш халăхĕн пин-пин çул аталаннă кăмăл-сипет, эстетика, этикăпа философи пĕлĕвĕсем илемлĕ хайлава чун-чĕрене,ăша,ăса хывма, йышăнма,ăнланма пулăшаççĕ, этемĕн мораль (кăмăл-сипет) пахалăхĕсене амаланма никĕс хываççĕ.Çакă вăл - халăх педагогикин илемĕ, несĕпĕпе философийĕ. çакăнта ĕнтĕ халăхăмăрăн чунне, хăватне, унăн хăй евĕрлĕхне шырамалли тĕп ен.

Чăваш литературине вĕреннĕ майăн шкул ачисем пурнăçри пулăмсене хак пама, тĕрлĕ лару-тăруран çынлăха çухатмасăр тухма хăнăхаççĕ. Литература (вырăс, чăваш, тĕнче) тĕнче туйăмпа тĕнче курăма та никĕслеме пулăшать, чи тĕпри вара - вăл шкул ачин харкамлăх ăнне çирĕплетме, хăйĕн харкамлăхне туйма пулăшать.Ӳссе çитĕнекен ăрăвăн кăмăл-сипетне, хăнăхăвне, тыткаларăшне йĕркелесси ытларах литература предмечĕ пурнăçлать. Шкул ачи илемлĕ литература хайлавĕсемпепаллашса, вĕсенчи сăнарсен тупсăмне тупма хăнăхса хăйĕн ăс-хакăлне, чун хавалне, чĕре сисĕмне аталантарать, вĕренекен илемлĕ литературăри хайлав геройĕсемпе хăйне танлаштарса пурнăççулĕпе утма хăнăхать. +авăнпа та чăваш литературине шкулта вĕрентнин пĕлтерĕшне илеме курма-туйма хăнăхнипе анчах çыхăнтармалла мар. Чи сумлă (пархатарлă) функцисенчен тĕпри вăл -çын тата этем сăпатне туллин, пур енлĕн аталантарассипе çыхăннă. Тăван халăхăмăрăн, унăн аваллăхĕпе чĕлхине юратма-хисеплеме вĕрентесси тĕпре пулмалла.



5-7 классенчи вĕренў предмечĕ

5 класра тăван литература хăйне уйрăм предмет шутланать. Пуçламăш классемпе танлаштарсан вĕренекенсен вулав ăсталăхĕў сет. Илемлĕ текстсем пысăкланса, вĕсен тематики анлăланса пынăçемĕн вĕренекенсенче тăван литературăпа, культурăпа, чăваш халăх уявĕсемпе, йăли-йĕркипе ытларах паллаштарас туртăм вăйланать. V-VII класс ачисем валли вĕрентме тивĕçлĕçивĕч сюжетлă, чуна пырса тивекен, шухăшлава, тавçăрулăха аталантарма пулăшакан, мĕн вуланипе хавхаланса, хăпартланса, пысăк туйăмпа эмоцилĕх çуратакан хайлавсене суйласа илме тăрăшнă.

Текст тата вулавçă лару-тăрăвне уçăмлатма, вĕренў пултарулăхне кăсăклатма, сапăрлăх (воспитани) ыйтăвĕсемпе ĕçлеме Раççей Федерацийĕн вĕренў тата наука министерстви 2013 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче кăларнă 09-879 № хушăвĕнчи кăтартусем тĕслĕх программа никĕсĕнче тăраççĕ. Тематика йĕркине пăхăнса гражданла-патриотлăхпа, кăмăл-сипетпе, ĕçпе пултарулăхпа, ăс-хакăлпа, сывлăхпа, социаллă интернационаллăхпа, культурăпа эстетикăллахпа (илем туйăмĕ), правăпа, пуплевпе хутшăну культурипе,çут çанталăкпа тата ăна сыхлассипе (экологи) çыхăннăçивĕч ыйтусене хускатакан хайлавсеневуласа тишкерме палăртнă.

Паянхи чăваш шкулĕн тĕп тĕллевĕ вăл - наци ачисемпе вĕсен тăван чĕлхин хушшинчи пĕрлĕхе йĕркелесси. Çакна воспитани тĕллевне пĕлў тĕллевĕнчен маларах хурсан çеç пурнăçлама пулать.

Халăх педагогикипе этемлĕх ыйтăвĕсене ăша хывма пулăшакан темăсен ушкăнĕсем литературăн пуçламăш пĕлĕвне (пропедевтика курсне) йĕркелеме питĕ пулăшăччĕ. Вĕренў пе воспитани ĕçĕнче чăваш енĕн педагогикипе паянхи педагогика, психологи, меслетлĕхпе технологи ăслăлăхĕн мелĕсемпе пĕрлĕхлĕ,çыхăнуллă усă курмалла. ,

Мĕн вуламалла.

Тĕп вырăнта халăх сăмахлăхĕнчи тата тăван литературăри илемлĕ хайлавсем кĕнĕ Вулав валли халăх сăмахлăхĕнчи тата çыруллă литературăри илемлĕ хайлавсене суйласа илнĕ. Вĕсем литературăн тĕрлĕ жанăрлă хайлавĕсем. Ача-пăча литературин «ылтăн фондĕнчи» текстсем. Вĕсем урлă этемлĕхĕн чи аслă пуянлăхĕсене шкул ачин чун-чĕрине хывса хăварма тăрăшмалла. Çак принципсем халăх несĕпĕн, моралĕн, чысĕн тĕп енĕсем урлă пулса пымалла. Халăх педагогикипе тăван халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхĕ урлăĕмĕрсем витĕр сăнланса юлнă пурлăх тата ăс-хакăл культурине ача патне туллин çитересси, пĕр пĕтĕмĕшле анлă тавра курăмлă тавçăруллăçын пулма пулăшасси тĕп вырăнта пулмалла. Шкулта вĕренсе çитĕнекен ачасен ăс-тăнне çын пурнăçĕн тĕп культурин мулĕпе пуянлатмалла. Шкул вĕренсе тухакан ачан сăн-сăпатне (портретне) калăплакан пахалăхсем çаксем шутланаççĕ: пурнăçра харпăр хăй вырăнне тупни,çемье (кил-йыш) пурнăçĕн культури, экономика ĕçлев культури,ăс-тăн,ĕрет-несĕп,ăс-хакăл культури, хутшăну культури,çут çанталăк пуянлăхне сыхлас культура, илемлĕх культури, сывлăха упрас культура. Ку пусăмри шкул ачи фантастикăлла, приключениллĕ, детективлă литературăна питĕ юратать. Чăваш ача-пăча литературинче çак жанрсем питех аталанайман. Çавăнпа ятлă-сумлă çыравçăсемпе юнашар çамрăк авторсен хайлавĕсем те тивĕçлĕ вырăн тупмалла. Ачасем хăйсен тантăшĕсем çинчен çырнисене, паттăрсемпе çĕнтерў çĕсене, туслăхпа юлташлăха халалланă хайлавсене юратаççĕ. Литература геройĕсене вара паттăрла ĕçсемшĕн, ырă кăмăллăхĕпе сăпайлăхĕшĕн, ыттисене ăнланма пĕлнишĕн килĕштереççĕ. V-VII класс ачисен чун-чĕрепе, кăмăл-сипет ыйтăвĕсем, геройсен хутшăнăвĕсемпе хăтланкаларăшĕсем, тулашри ĕç-пуç кăсăклантараççĕ. Çакăн пек темăллă хайлавсем федерацин патшалăх вĕренў стандарчĕ кăларса тăратнă тĕллевсене пурнăçлама май параççĕ. Çивĕч сюжетлă, чуна пырса тивекен, шухăшлава, тавçăрулăха аталантарма пулăшакан, мĕн вуланипе хавхаланса, хăпартланса, пысăк туйăмпа эмоцилĕх çуратакан хайлавсем вулама юратаççĕ. Ку тапхăрта тăван халăхăн иртнĕ кун-çулне, унăн культури аталаннине вĕренекенсен ăс-пуçне, чун-чĕрине хывасси пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Литература теорийĕн ыйтăвĕсем

V-VII класс ачисене текста (илемлĕ хайлава) тарăннăн тишкернĕ чухне кирлĕ пулакан ăнлавсемпе терминсене вĕрентни кирлех. Ку пусăмри ачасем хайлавсенче çыравçă ытларах чăн пурнăçри фактсене мар, хăй шухăшласа кăларнă геройсемпе пулăмсене пурнăçри пек сăнласа кăтартнине ăнланма тивĕç. Ача илемлĕ текстпа вулавçă хушшинчи çыхăнăва тĕпе хурса геройсене хак пама, хакласа çырма, хăйĕн шухăшне палăртма пултармалла. Çак çыхăну ситуацине уçакан ăнлавсене тĕплĕнрех, туллирех памалла. Вĕсем илемлĕ хайлав содержанийĕпе тата тытăмĕпе çыхăннă ăнлавсем тавра ушкăнланмалла:

_ илемлĕ хайлав темипе тата тĕп шухăшĕпе;

_ литература геройĕ, сăнар, персонаж пĕлтерĕшне ăнланни, сăнарсене уйрăммăн сăнлани (сăн-сăпачĕ, ĕç-хĕлĕ, шухăшĕ, кăмăлĕ, тыткаларăшĕ, пуплевĕ), ушкăнласа танлаштарма (автор харктеристики);

_ хайлав тытăмĕ: ĕç пуçламăшĕ, ĕç аталанăвĕ, ĕç хĕрсе çитнĕ вăхăт, ĕç вĕçĕ;

_ сюжет (событисем, ĕçсемпе пулăмсен çыхăнăвĕ, персонажсем хушшинчи хирĕçў -тытăçу (конфликт), пейзаж, интерьер);

_ прозăллă тата сăвăллă пуплев (çыравçă пурнăçри ў керчĕксене сăнлани): тропсем (эпитет, танлаштару, сăпатлантару, метафора), пуплев çаврăмĕсем (фигурисем): антитеза, паралельлĕх, хутлам, вăйлату, аллитераци, ассонанс;

_ сăвă тытăмĕ (миçе çавраран тата йĕркерен тăни), сăвă çемми (ритмĕ), састаш (рифма), лирика геройĕ.

Вулав тата литература пултарулçхне аталантарасси

(пуплеври тата çырури ăсталçха аталантарма)

Пуплев ĕçĕ-хĕлĕн тĕп тĕллевĕсем _ ачасен калаçăвне, тăнланине, вулавне, çырăвне аталантарасси. Калаçас, тăнласа ăнкарас, ăнланса вулас енсен аталанăвĕ ачасен шухăша çырура палăртас ĕçлев аталанăвĕнчен маларах пырать. Çак ĕçсене куллен аталантарасси тĕп тĕллев пулса тăмалла. Калаçăва тикĕс, уçăмлă, таса тума хăнăхтармалла. Сăмах вĕççĕн тĕрлĕ темăпа калав, сăнлав, ăслав мелĕпе каласа пама хăнăхтарасси, вулакан хайлавсен сыпăкĕсенче çав уйрăмлăхсене тупса палăртма хăнăхтарасси тĕп вырăнта пулмалла.

Илемлĕ хайлавсене вуласа тухнă хыççăн каласа е çырса панă май ачасен çакăн пек пĕлў -ăслай хăнăхусем тума пултармалла:

_ текст тăрăх калаçу чĕлхи, илемлĕ чĕлхе, официаллă чĕлхе уйрăмлăхĕсене палăртма пултарни;

_ сăмах майлашăвĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнланма пĕлнине лайăхлатасси, вĕсемпе пуплевре усă курма хăнăхни;

_ сасăсене, вĕсен майлашăвĕсене (интонаци, тембр, пауза, пусăм) тĕрĕс калас, вулас, палăртас хăнăхусене çирĕплетсе анлăлатни;

_ вуланине тĕплĕн, туллин, илемлĕ текстăн стилĕпе жанрĕн тĕп уйрăмлăхсене çухатмасăр, кĕскен тата суйлавлăн каласа пани;

вуланă илемлĕ текста, спектакльпе фильма, телефильма хак пани, çак ĕçĕн тĕрлĕ мелĕсен формисем çаксем% – пĕр-пĕр ĕç çинчен (класра е шкулта пулса иртни, экскурсие е пулла кайса килни, каникула епле ирттерни т.ыт.те) калавласа (повествование) çырса (ў керсе, презентацилесе, кăларса) пама хăнăхни; _ пĕр-пĕр героя, персонажа, çынна, çут çанталăк пулăмне, чĕр чуна, вуланă хайлав валли ў кернĕ иллюстрацисем, ў нер картинисем, слайдсем, фотосем, плакатсем тăрăх сăнлав изложенийĕсемпе сочиненисем çырни; _ пулса иртнĕ ĕçе-хĕле, вуланă халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене, илемлĕ хайлава литература теорийĕн пĕлĕвĕсемпе усă курса хакламалли ăслава аталантарни;

_ юптарăва, юмаха, калава инсценировка çырас никĕсе (диалог, монолог, полилог, режиссер ремарки ăнлавсем) аталантарни, пысăк мар текст тăрăх киносценарий, инсценировка çырни , видеоклип, видеорорлик ў керни, презентаци туни;

_ илемлĕ хайлавăн ансат, кăткăс, цитатăллă планĕсене сăмахпа каласа тата çырса туни;

_ шухăша çыхăнуллă çырса е сăмах вĕççĕн каласа пама, пĕтĕмлетме, харпăр хăй шухăшне татăклăн та уççăн пĕлтерме, тĕслĕхсемпе çирĕплетме, юлташсене тимлĕн итлеме хăнăхни;

_ сăвă-калав е драма хайлавсен сыпăкĕсене илемлĕн, сасса кирлĕ пек улăштарса вулани, пăхмасăр калани;

_ стена хаçатне заметка, хаçат-журнала корреспонденци, Интернета пĕлтерў çырни;

_ вĕренў кĕнекисенчи тата хушма литературăри ăнлантарусемпе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе усă курма хăнăхни.



8-9 классенчи вĕренў предмечĕ

Шкулсенче илемлĕ литературăна вĕрентес ĕç дидактикăн (вĕрентў теорийĕн) пĕтĕмĕшле теорийĕсене тивĕçтермелле. Вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕсем - ачасене пĕлў, хăнăху парасси, шухăшлавĕпе ĕçлес пултарулăхне аталантарасси. Çапах та литература историйĕн, теорийĕн кăткăс ыйтăвĕсем шкул ĕçĕнче тĕп вырăнта тăма пултараймаççĕ. Вĕсем хайлавсене ăнланма, уçса пама тата сăмах ў нерĕн тĕнчине хак пама кирлĕ.

VIII-IX классенчи темăсенчен пĕрисем литература ў сĕмĕн уйрăм тапхăрĕсене пĕтĕмĕшле сăнласа параççĕ, теприсем уйрăм çыравçă пултарулăхне тĕпчесе-тишкерсе вĕренмелли темăсем (монографиллĕ) шутланаççĕ.

Тĕп вырăнта литература аталанăвĕнче палăрнă çыравçăсен чи паллăрах хайлавĕсем.

Чăваш литератури _ ăс-хакăл палăкĕ, ăс-хакăл культурин чи пуян та пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Ăс-хакăл, кăмăл-сипет пуянлăхĕ çине таянса воспитани ĕçне йĕркелесси пулмалла. Вĕренў пе вулав тата тĕпчев урлă халăхăн ĕмĕрхи илемлĕх ăнкарăвне ăса хывтармалла, çыхăннуллă шухăшлава тарăнлатса пымалла.

VIII класра темăна тата хронологие, IX класра жанра тата хронологипе историе (халăхăн, обществăн пурнăçне) тĕпе хурса вĕрентмелле. Çак пусăмри ачасене историри вăл е ку пулăм, ĕç-пуç

пирки шухăшлаттармалла, ытларах хайлавсенче сăнланнă вăхăтпа событи тата геройсем çинчен калаçмалла. Çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах енĕсем историлле калаçусем çинче никĕсленмелле. Çакна тума автор тата вулавçă çыхăну мелне илмелле. Автор хайлавсенче çырса панă вăхăта мĕнле сăнланине, хакланине (автор позицине) ачасене тема, жанр тата истори контекстĕнче памалла. Çакă вара VIII-IX классенчи ачасен литературăри концепт хăнăхăвĕн (теорири тата литература историйĕнчи аталану çул-йĕрĕ) тытăмне ăнланма май парать.

Мĕн вуламалла.

Литература вĕрентĕвĕн тĕп никĕсĕ вăл - вулав ăсталăхĕ. Шкул ачин вулавне ў сĕмрен ў сĕме кунран-кун йĕркелесе, тĕрĕслесе, вĕрентсе пырсан çеç вулав культури йĕркеленет. Ку пусăмри ачасене вулама пысăкрах хайлавсен сыпăкĕсене панă. IX класран вĕренсе тухакансем тĕп пĕлў илеççĕ. Çавăнпа ку пусăмри ачасене чăваш литературипе пĕтĕмĕшле пĕлў пама тăрăшмалла. Йывăрлăха çĕнтерме вĕрентнине мала кăларас пулать. -ав вăхăтрах патриотлăх, гражданлăх туйăмне мала кăларасси, хайлавсенче хускатнă моральпе эстетика ыйтăвĕсене ăнланса ăша хывма тата этемĕн чун-чĕре пахалăхĕсемпе çыхăнтарса вĕсене тĕрĕс ăнлантарма пĕлесси пулмалла.

Этем чунне илемлĕ литература пуринчен те вирлĕрех аталантарать. Телекурăм, компьютер самани илеме туйса тăрассине сисĕнмеллех чакарчĕ. Шкул вĕрентĕвĕнче пĕлў лĕхе мала кăларни çамрăксен çынлăх, ăшпиллĕх, ырсунăм туйăмĕсене сĕврĕлтерчĕ. Паянхи ачасен вуламалли текстсем çаксем пулмалла%

- чăваш çыравçисен тĕрлĕ жанрпа çырнă автор позицине уççăн палăртакан хайлавсем;

- çĕр-шывăмăрăн пуянлăхĕшĕн тăрăшма, унăн ирĕклĕхĕшĕн, никама пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешме чĕнекен, патриотла гражданлăх туйăмне аталантараканнисем;

-çынсен хутшăнăвĕсене (патшалăх туйăмне (кодексне), çынна хисепленине, пĕр-пĕрне ăнланнине, пулăшма хатĕр пулнине, тў рĕ чунлăха, шанчăклăха, вăрттăнлăха упрама пĕлнине, этем ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен ў ссе пынине (ырсунăм, суя-ултав, ăшпиллĕх, чыс, тивĕç, совеç), йĕркелĕх принципĕсене вĕрентекен хăй хаклăхне курма пулăшакан хайлавсем;

- шухăша путаракан, яваплăха туйса илме, хайлавсенчи сăнарсенче харпăр хăйне курма пулăшаканнисем;

- тĕрĕслĕхшĕн кĕрешекен романтикăллă, паттăрла ĕçсемпе тата ырăлăхпа палăрса тăракан приключениллĕ е детективлă геройсене сăнлакан хайлавсем

Литература теорийĕн ыйтçвĕсем

VIII-IX классенче ачасем илемлĕ хайлавсене сў тсе явма юратаççĕ. Тишкерĕве теори пĕлĕвĕсĕр ирттерме май çук. Вулавçă автор çыхăну мелĕпе çын (герой) сăнарĕ историн пĕр-пĕр паллă тапхăрĕпе, саманапа, авторăн тĕнчекурăмĕпе тата ун чухнехи пуç пулса тăнă литература сулăмĕсемпе, пултарулăх меслечĕсемпе çыхăнса уçăмланать. Геройсен шухăшне, кăмăлне, хăтланкаларăшĕпе характерне халăхăн традицилле хаклавĕпе танлаштарса пăхмалла, халăх пурнăçĕ, унăн ĕрет-несĕпĕ, этики, нацилĕх (этнос) пирки калаçмалла. Çак историлле ăнлав ачасене илемлĕ хайлавра пурнăç чăнлăхĕ мĕнле уçăлнине, сăнарсен типлăхĕ уçăмланнине, çынлăха мала хунине ăнланса илме пулăшмалла. Çапла вара,

V-VII классенче вĕреннĕ теорипе вĕреннĕ пĕлў çыхăнуллă йĕркене вырнаçмалла, литература речĕсен, тĕсĕсен, жанрсен тытăмĕ ачасен ăсĕнче системăланса çитмелле:

- хайлавсен сăнарлă тытăмĕнче наци хăй евĕрлĕхне палăртма хăнăхни;

- литературăн ретпе жанр уйрăмлăхĕсене сăнаса пĕтĕмлетни;

- пурнăç чăнлăхĕпе автор хăй ăсласа тунă сăнарсемпе пулăмсем хушшинчи шайлашăва асăрхани, хайлаври авторăн кăмăлĕпе шухăш-туйăмĕ мĕнлерех палăрнине сăнани;

- хайлавра пур енчен туллин тишкерме, темипе проблемине, тытăмĕпе сăнарĕсене, конфликчĕпе сюжетне ăнланма, лирикăллă героя уçса пама вĕренни;

- çыравçă пурнăçĕ урлă вăл пурăннă вăхăта хак пама пултарни (хăш саманара, камсемпе хутшăнса, мĕншĕн кĕрешсе ў снине, тĕнче курăмĕ мĕнле витĕмпе йĕркеленнине, унăн пултарулăхĕ вăл пурăннă вăхăтпа çыхăнса тăнине палăртма пĕлмелле).

Вулав тата литература пултарулçхне аталантарасси

(калаçури тата çырури пуплев ăсталăхне вăйлатни)

Пуплев аталанăвĕ çынсен шухăшлавĕпе, ĕç-хĕлĕпе çыхăннă. Вĕренекенсен пуплевне аталантарасси вăл ачасене чăвашла тĕрĕс, таса, витĕмлĕ, уçăмлă каласа тата вуласа пама, çырма, ытти çынсем е юлташĕсем каланине тимлĕн итлеме вĕрентесси. Илемлĕ хайлава вулас умĕнхи тата вулавпа тишкерў урокĕсенче ачасен сăмах йышне пуянлатас тата чăвашла илемлĕ те тĕрĕс калаçма, çырма вĕрентес тĕлĕшпе тăрăшмалла. Вĕренекенсен вулав тата литература пултарулăхĕн шайне пĕлнине тĕрлĕ мелпе тĕрĕслемелле. Тĕслĕхрен: а) сăмах вĕççĕн калаттарса, ыйту-хурав мелĕпе, илемлĕ литература хайлавне е сыпăкĕсене калани; ă) çыру ĕçĕсем урлă (эпикăлла хайлав сыпăкĕсен содержанине каласа е çырса (изложени) пани, хăй мĕн çинчен калассин, çырассин планне туни, литература темипе çырнă эссе, ăслав, хыпар, реферат); б) пултарулăх ĕçĕсем çыртарса (ачасен логика шухăшлавне аталантарасси) (рецензи, отзыв, аннотаци, тĕпчев ĕçĕ, сăвă, калав çырни).

- илемлĕ литература, ăслăлăхпа политика, публицистикăпа критика хайлавĕсене тĕрĕс, çăмăл, уçăмлă вулама пĕлни;

- класра е килте вуланă хайлавсене вырăн-вырăнăн, туллин е пĕтĕмĕшле кĕскен сюжетласа каласа е çырса пани;

- хайлаври хускатнăçивĕч ыйтусене (проблемăсене) тупни, илемлĕх мелĕсем хайлав шухăшне вăйлатнине ăнлантарса пани;

- пурнăç чăнлăхĕпе автор хăй ăсласа тунă сăнарсемпе пулăмсем хушшинчи шайлашăва асăрхани, илемлĕ хайлавра авторăн кăмăлĕпе шухăш-туйăмĕ (позицийĕ) мĕнлерех палăрнине сăнаса пĕтĕмлетни;

- палăртуллă вулав валли партитура туни тата çын умне тухса вуласа е каласа пани,çав тĕллевпе илемлĕ текста е статьяна, тĕпчеве ăша хывни (планлани), тишкерни;

- вĕрентекен каланине е лекцилле калаçăва кĕскен çырса (конспектласа) пыни, каламалли е çырса памалли шухăшсен планне, тезисĕсене тума пĕлни;

- вуланă кĕнеке, курнă спектакль, концерт, кинофильм, телекурăм çинчен çырса хак пани (рецензи, информаци, заметка, доклад, реферат),çавна май сăнарсемпе пулăмсене авторăн позицине харпăр хăй мĕнле йышăннине ăнлантарни тата сăлтавлани;

- V-IX классенче хăнăхнă пур йышши изложенисемпе сочиненисен тĕсĕсене аса илсе çирĕплетни,ăсталăх шайне палăртакан сочиненисем çырни.

Тăван литература» предмет результачĕсем

Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн тĕп тĕллевĕсемпе килĕшў ллĕн предмета вĕреннĕ май ачасен вĕренĕвĕн универсаллăĕç-хĕлне (УУД) алла илмелли. Федераллă патшалăх вĕренў стандарчĕсм кăларса тăратнă виçĕ ушкăнри 7 тĕсе çакăн пек уйăратпăр. Вĕсене çакăн пек схемăлама пулать.







Достарыңызбен бөлісу:
1   ...   36   37   38   39   40   41   42   43   ...   55




©engime.org 2024
әкімшілігінің қараңыз

    Басты бет